Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Ишут шутларӗ те ӑнкарчӗ,
Тин курчӗ пурнӑҫ тумхахне,
Вӑл тимлӗх юхӑмне хӑй чарчӗ,
Пӗлмесӗр улшӑну хакне.
Ытла пӑтраннӑ пӗтӗмпех
Ӑшра халь унӑн: намӑс, эрлӗк —
Тӑрать пит йӳҫӗ тӗтӗм пек.
Вӑл явӑнать усал, тискеррӗн...
Тапранчӗҫ чӗрере хаяррӑн
Курайманни те ҫилленни.
Куҫ умӗнче карма ҫӑваррӑн
Тӑрать тин ҫеҫ йыш кӗрлени.
«Ман тусӑм, — тет барон, — лӑплан,
Ан шухӑшла, ан асаплан.
Паян хам пурнӑҫа турттартӑм,
Хама ют куҫпала пӑхтартӑм:
Пӗри — барон, тепри — улпут.
Чысра пурнатпӗр ҫав ӑнпа.
Анчах эпир, пӗл, сӑрӑ хурт, —
Кам хисеплетӗр? Ҫавӑнпа
Кунсем пырсан та пирӗн ыррӑн,
Пӗл, ирттеретпӗр ҫех черет.
Анлантӑм хам, мӗнле халь вырӑн
Эп йышӑнатӑп тӗнчере.
Пӑлхавлӑ вӑхӑт; патшана
Хӑратмӗ Пугачев сӑлтавсӑр.
Эп вӑл пӗтессине шанап,
Анчах бокал ҫӗклемӗн тавсӑр,
Пулсан та, калӑпӑр, мужик.
Хӑш чух эп хамран хам ыйтатӑп:
«Ӑҫтан вӑй-хал вӑл тупнӑ-ши?»
Шутлаҫҫӗ улпутсем: «Вӑл катӑк».
Вӑл, ак, кӑтартӗ «катӑкне».
Вӑл тӑвӑл пек — тытса чараймӗҫ.
Ҫитсессӗн тӑвӑл, пуҫтараймӗҫ
Хӑйсен ӳт-тирӗн татӑкне.
Пӗл — иксӗмӗр те улталаннӑ,
Пӗлмесӗр чӑн-чӑн пурнӑҫа.
Шӑпи те пирӗншӗн таланлӑ —
Ансаттине ҫех курнӑ ҫав.
Ӳсес тек, теҫҫӗ, кирлӗ пиҫӗм,
Вара пулать-тӗр ӑс та тим.
Пӗлетӗн ху: ҫиҫсессӗн ҫиҫӗм,
Кӗтсех тӑр, кӗрлӗ аслати.
Мӗн тес, эс кам тесе ыйтсассӑн
Хӗвеллӗ кунсенчи хевте,
Каҫ тӗттӗмпе йӑлтах тулсассӑн,
Чӑл-чӑл ҫеҫ ҫиҫекен шевле.
Чечек вӑл — ҫиҫӗм; вӑл чӗртсе,
Вӑл ҫунтарса яма пултарӗ
Е чӗрене хӗм тивертсе
Ҫын пурнӑҫне тимпе тултарӗ.
Вӑл — ҫын! Эп ун умне халь хатӗр
Выртма палас пек сарӑлса.
Кам чӗрине, ӑсне пӑлхатӗ,
Ӑна кам пӑхмӗ савӑнса?
Пурах-мӗн Турӑ. Ҫук, тухмастчӗ
Ҫӗн уйӑх унсӑр пӗлӗте,
Вӑл пулмасассӑн ҫуралмастчӗ
Турӑ сӑнарлӑ ҫак этем».
Ишут тӑрать пӗр шарламасӑр, —
Ним тӗкӗнмест пек халь ӑна, —
Пӗр сӑмахне те ӑнланмасӑр,
Итлет, итлет вал барона.
Пуҫне ҫурать ыйту: «Ӑҫта
Тӳрре кӑларакан сӑлтав;
Тен, тус сӑмахӗ те вӑлта?
Ӑна калаймӗ юмӑҫ та...»
Сӳсленнӗ чунӗ халь Ишутӑн,
Ах, туйӑнать-мӗн: чул айнех
Вырттарчӗҫ пек; халь лекрӗ кутӑн,
Ҫапма пӗлмен пушши, хӑйнех.